Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!

Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!
Селиверстрова Э.И.

   И.Я. Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет», - тенĕ вăл. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Аслă Чемен  вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра тăван чĕлхене хисеплеме, юратма унăн илемлĕхне упрама хăнăхтарас тĕллевпе «Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!» урок иртрĕ. Ачасем урок вăхăтĕнче тăван чĕлхе историйĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç, чăваш халăх сăмахлăхĕн тĕрлĕ жанрне аса илчĕç.