«Чăваш тĕрри» ăсталăх урокĕ

«Чăваш тĕрри» ăсталăх урокĕ
Селиверстрова Э.И.

    Чӑваш ҫӗрӗ мӗн авалтан ҫӗр пин сӑмахпа, ҫӗр пин юрӑпа, ҫӗр пин тӗрӗ-эрешпе пуян пулнӑ. Ҫак пуянлӑх ламран лама куҫса пырать. Чӑваш тӗрринче тӑван халӑхӑн пуян историйӗ упранать. Несӗлсен ӑсталӑхӗ паянхи кун ҫӗнӗлле вӑй илсе пырать. Унӑн пӗлтерӗшне упраса хӑварас, анлӑрах сарас тӗллевпе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 6-мĕш класра «Чăваш тĕрри» ăсталăх урокĕ иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ тĕслĕ хутпа усă курса чăваш тĕрриллĕ аппликацисем турĕç.