Спорт кашни çыншăн ан пултăр ют

Аслă Чементи вăтам шкулта «Самрăксем сывă пурнаç йĕркишĕн» акцие хутшăнса аслă классем хушшинче спорт уявĕ йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ-ачасене хăйсен слортри пысăк çитĕнĕвне хак парса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси, пурнăçра физкультурăпа спортăн пĕлтерĕшне ăнлантарасси. Çавăнпа та зала пуçтарăннă ачасемпе чăн малтанах физкульту­ра учителĕ ырă тĕслĕх вырăнне хурса паллă спортсменсен ячĕсене асаннă, вĕсенчен  тĕслĕх илмеллине каланă.
«Спорт вăл пурнăçра вăй та, сывлăх та, дисципли­на та, кану та» - çак шухăшпа пĕтĕмлетнĕ мероприя­тие.