«Шупашкарти театрсем» çулçÿрев

«Шупашкарти театрсем» çулçÿрев

         Аслă Чементи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни планĕпе килĕшӳллĕн ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 8 класра «Шупашкарти театрсем» çулçÿрев иртрĕ. Вĕренекенсем килте хатĕрлесе килнĕ презентацисене хӳтĕлерĕҫ. Театрсен историне аса илчĕç, артистсен пултарулăхĕпе паллашрĕҫ. Мероприятие пĕтĕмлетсе тест ыйтăвĕсене хуравларĕҫ, «театр» сăмахпа синквейн турĕҫ. 

Фотогалерея