Апрелĕн 25–мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ

Апрелĕн 25–мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ

     Апрелĕн 25–мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я. Яковлев çуралнă. Иван Яковлевич Яковлев - чӑваш ҫырулӑхне шухӑшласа кӑлараканӗ, халӑх верентӗвӗн ертӱҫи, чӑваш фольклорӗн тӗпчевҫи, букварьсемпе чӑваш кӗнекисен авторӗ, тӑлмачӗ, пӗрремӗш чӑваш ача-пӑча писателӗ, литература хаклавҫи, хаҫат тата журнал ӗҫлӗхлӗ корреспонденчӗ. Çавӑн пекех вӑл ют чӗлхерен чӑваш чӗлхине нумай кӗнеке куҫарнӑ. И.Я. Яковлев ҫырнӑ илемлӗ хайлавӗсем мӗн пӗчӗкрен ачасене ашшӗ-амӑшне, ваттисене хисеплеме, юратма, тимлӗх уйӑрма вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи эрнин шайӗнче шкул вулвǎшĕнче çăмрăк вулакансем валли кӗнеке куравӗ уçăлчӗ. Кунта кашниех Аслă Вĕрентекенĕмĕрӗн кун-çулӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе паллашма пултарӗç, ҫавна май тата шкул ачисем Иван Яковлев калавĕсем тǎрǎх ӳкерчĕксем те турĕҫ.